Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, общежитире, пурӑнакансем кӳрши пӳлӗмӗнчен пӗр эрне тухманнине сиснӗ. Кӑштахран коридорта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑтма ҫук шӑршӑ пулнӑран полицие чӗннӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӳлӗме чӳречерен кӗнӗ. Чӑнах та, унта пурӑннӑ арҫын вилнӗ, пӳлӗмре темиҫе кун выртнӑран шӑршӑ та тухнӑ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
«Виле темиҫе кун выртнӑ. Ӑна илсе тухрӗҫ, питӗ вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет. Пӗччен пурӑнакан тӑвансем пур тӑк вӗсен пурнӑҫӗпе тӑтӑшрах кӑсӑкланӑр тархасшӑн», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) издательствӑпа полиграфи комплексӗн директорӗ пулма Алексей Ключникова сӗннӗ. Конкурс маларахах иртнӗ-ха, хыпара «Ҫыхӑнура» форумра паян пӗлтернӗ.
Ертӳҫӗне суйлама республикӑн Экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятарлӑ конкурс ирттернӗ.
Полиграфи предприятийӗн устав капиталӗ — 53,8 млн тенкӗ. Вӑл пӗтӗмпех Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗ шутланать.
Алексей Ключников 1972 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче бухгалтер учёчӗпе аудит ӑсталӑхне алла илнӗ. Банк сферинче 1995 ҫултанпа ӗҫленӗ. Перекет банкӗн 8613-мӗш пайӗнче тӗп бухгалтер ҫумӗ, тӗп бухгалтер, операци управленийӗн пуҫлӑхӗ, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2010 ҫулта ӑна «Чӑвашкредитпромбанк» правленийӗн председателӗ пулма шаннӑ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацине ӗҫлеме куҫнӑ, унта 2016 ҫулччен гендиректор пулнӑ. Издательствӑпа полиграфи комплексӗнче Алексей Александрович халӗ ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлать.
Паян нумаях пулмасть Кӳкеҫпе Ҫӗнӗ Шупашкар хули хушшинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ҫын вилнӗ.
Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, ҫӑмӑл машина питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Вӑл тимӗр-тӑмӑр купине аса илтерет. Хальлӗхе мӗнле маркӑллӑ машина пулнине пӗтермен. Салонра водительсӑр пуҫне ҫынсем пулнӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе хыпар ҫук.
Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать), пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑччӗ. Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем, телее, шар курман.
Асӑрханмасӑр пурлӑха сиенленӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пушара пула 250 пин ытла тенкӗлӗхшар кӑтартнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, мачча ҫинче такам пулнӑ. Инкек ҫавӑн хыҫҫӑн тухнӑ. Те, шӑрпӑкпа вылянӑ ӗнтӗ, те пирус туртнӑ. Айӑплине пакунлисем тупса палӑртӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паян 15 сехет ҫурӑра ача-пӑча пульницине хирӗҫ авари пулнӑ. «Шевроле» машина картише кӗнӗ чухне велосипедиста асӑрхамасӑр ун ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл вара 15 ҫулти ача пулнӑ.
Юрать-ха, ача чӗрӗ-сывах юлнӑ. Ача суранланманпа пӗрех, кӗлетки ҫинче шӑйрӑксем ҫеҫ пулнӑ. Велосипед вара машина айнех кӗрсе кайнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ача велосипедпа тротуарпа пынӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫынсене улталанӑ тӗслӗх нумайланса кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен Курильскри хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. 38-ти хӗрарӑм отпускра пулнӑ май Шупашкартан Чулхулана кайса килес тенӗ. Ун валли вӑл ҫынсене турттаракансем валли йӗркеленӗ приложенисенчен пӗринпе усӑ курнӑ. Водитель хӗрарӑма ҫул укҫин пӗр пайне куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм банк карттин реквизитне ҫырнӑ хыҫҫӑн унӑн банк картти ҫинчен 127 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ун хыҫҫӑн «водитель» ҫыхӑнӑва тек тухман.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти водитель улталаннӑ. Хусана кайма шухӑшланӑскер ултавҫӑ серепине ҫакланса 62 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни 40-мӗш ҫын психиатрсемпе психиатерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑрать.
2020 ҫул вӗҫленнӗ вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхри 29 пин те 592 ҫын психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑнӑ. Ҫак цифрӑна «О состоянии здоровья населения Чувашии в 2020 году» (чӑв. Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем сывлӑхӗн ҫинчен) патшалӑх докладӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин цифрисене тӗпе хурса асӑнса хӑварнӑ.
Маларах асӑннӑ 30 пине яхӑн ҫын республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн 2,5 проценчӗ пулать. Психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче учетра тӑракансен хисепӗ ҫулталӑкра 861 ҫын чакнӑ.
15 263 ҫынна психиатри пулӑшӑвне амбулаторире кӳнӗ. Тухтӑр патне вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпе пынӑ.
Психика чирӗсемпе аптӑракансен йышӗ ҫулталӑкра 4 процент чакнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пӗрер психиатри бригади дежурствӑра тӑрать. Вӗсем кунне 8-12 хутчен тухса кӗреҫҫӗ.
Паян, вырсарникун, Ҫӗнӗ Шупашкарта урамра арҫын выртнине асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Арҫын хускалмасӑр выртнӑ. Семенов урамӗнче иртен-ҫӳрен ӑна асӑрханӑ. Ку ир-ирех пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Арҫыннӑн чӗри тапнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Патӑрьел районӗнче 8 ҫулти арҫын ачасен ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Шӑпӑрлансем стелӑн ҫутатмалли вырӑнӗсене кирпӗчпе персе ҫӗмӗрнӗ.
Патӑрьеле кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ стела ҫутисене ҫӗмӗрни пирки пӗр хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем ҫак ӗҫе 8 ҫулти икӗ ача тунине палӑртнӑ. Пӗри Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫуллахи каникула канма килнӗ.
Ачасем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне кирпӗчпе пеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра стелӑна лектернӗ-мӗн. Кун пирки вӗсем аслисене каласа кӑтартман.
Ку ӗҫе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси пӑхса тухӗ. Ашшӗ-амӑшне вара явап тыттарӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ.
Пушар утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑ. Вут-ҫулӑм хулари Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать) алхаснӑ. Пушара 19 сехет те 30 минутра сӳнтернӗ.
Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем шар курман.
Ҫуртра пурӑнакансенчен 56 ҫынна, ҫав шутра — 12 ачана, эвакуациленӗ. 15 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, пурӑнмалли вӑхӑтлӑх вырӑна вырнаҫтарнӑ, ыттисем тӑванӗсем патне кайнӑ.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ҫивиттие вӑраха ямасӑр юсама хушнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Унӑн номерӗ — 73-74-54.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |